Ытти пайӗсене кунта тупма пулать.
Ҫӗр шавлӑн иртрӗ; ирхине
Хӗвел тухсассӑн, ҫил лӑпланчӗ
Турарӗ хурӑн ҫилхине.
Тӳпе таса, вӑрман шӑпланчӗ,
Ав, яланхи пек тӗрӗлет
Кӗрхи куна хӗвел канмасӑр...
Тӑрать ҫанталӑк улшӑнмасӑр,
Пулман пек нимӗн те ҫӗрле.
Ытла та пӗлӗт чунсӑр, сӳрӗк,
Курмасть асаплӑх пуррине.
Тискерлӗхе парать вӑл ирӗк
Ӳсме памасӑр ыррине.
Пӑшӑрханать Чечек пӗрмай,
Теме суранлӑ чун сисет;
Ун вырӑн ҫук ларма-тӑма —
Чупма, вӗҫме чӗре хистет.
Теме кӗтет... Пуҫра ҫӗр шухӑш,
Куҫ умӗнче тӑрать савни.
Ҫак самантра ун тимлӗх шухӑ, —
Чараймӗ хурлӑх тӑллани, —
Кавруҫ патне васкать: ан сиктӗр
Сехри, хӑрушӑлӑх тухсан;
Вӑй-хал парасчӗ — кастӑр, чиктӗр,
Тӑшман ие пек ҫулӑхсан.
Кӗтет, кӗтет хӗр; чӑтаймасӑр,
Тухать вӑрман хӗрне чупса.
Никам та ҫук... Ӑнран каймасӑр
Тӑраймӑн ҫакӑн пек супсан.
«Ах, кам килет? Ӗмӗтӗм уҫӑл!
Ӑҫта Кавруҫ? Тухап ӑнран».
«Чечекӗм, тархаслап, ан хуҫӑл...
Кавруҫ хӑрушӑ тыткӑнра».
«Вӑл тыткӑнра?» Хӗр кӗрс! йӑванчӗ,
Пит-куҫӗ кайрӗ шуралса.
Кӑкӑрӗнче пит тӑвӑрланчӗ
Тӗнче ҫухалчӗ хуралса...
«Ҫӳлти ыр Турӑ, мӗн тӑватӑн,
Ма эс сирместӗн усала?
Мана ҫак пурнӑҫа ху патӑн;
Пулсассӑн тивӗҫ, ху салат.
Анчах пӗлтер, мӗнле, хӑш ҫылӑх
Пит кӳрентерчӗ халь сана?
Парсам, парсам пӗр чӗптӗм ырлӑх,
Хӑватлӑхна кӑтарт мана.
Чӗнместӗн? Маншӑн тупаймарӑн
Пӗр ыр сӑмах та йӑпатма,
Тен, эс юри сӑлтав шыратӑн,
Ҫак манӑн ӗмӗте ватма?
Чӗнместӗн... Эс памастӑн сас...
Тен, манӑн хурлӑха курмастӑн,
Тен, эс ӑна халь йышӑнмастӑн?
Мӗнле вара тӳсес, чӑтас
Ман ӗненни улталансассӑн,
Чунра тулни кӗрр салансассӑн?
Ӑҫта эс халь, кӑтарт сӑнна,
Сӑлтав кур ыррӑн асӑнма.
Эс курӑнмастӑн... Эп хӑрап:
Ытла та шухӑшӑм хӑрушӑ.
Эс юлтӑн, пӗлӗт, маншӑн пуша,
Халь Туррӑн сӳрӗкне курап».